Чӑваш чӗлхи, сӑмахлӑхӗ

27 апреля 2026

Чӑваш чӗлхи, сӑмахлӑхӗ
март-апр26

Чӑваш чӗлхи, сӑмахлӑхӗ

Чӑваш чӗлхипе литература эрнин пӗр кунне эпир чӑваш юррин уявӗ евӗр ирттерме шутларӑмӑр. Ачасемпе Мӑн Явӑш ял библиотекине ҫул тытрӑмӑр. Унта ку уява ирттерме меллӗрех.

Григорьева Л.В. библиотека ӗҫченӗ пире ӑшшӑн кӗтсе илчӗ. Вӑл паян ятарласа пирӗнпе тӗл пулма хамӑр тӑрӑхри чӑваш юррисене юрлакан "Выла" ушкӑна ҫӳрекенсене чӗнсе илнӗ.
Пултарулӑх ертӳҫи те вӗсемпе пӗрлех.

Михайлов М.А. хут купӑсне тӑсса ячӗ. Эх, юхрӗ те вара юрӑ... Сӗтел тавра ларса та, пӗччен те, ушкӑнпа та юрларӑмӑр. Мӗн ҫинчен кӑна пулмарӗҫ пуль юррисем: Тӑван ҫӗр-шыв, хамӑр тавралӑх, атте-анне, ҫут-ҫанталӑк, юрату ҫинчен.

Ҫав тери илемлӗ чӑваш юрри. Кашни сӑмахӗ чуна пырса тивет, шухӑша ярать.
Чӑвашсем ӗлӗкренпех юрлама юратнӑ. Юрӑра — чӑваш халӑхӗн чунӗ. Юрӑ — чӑваш культурин пуянлӑхӗн пӗр пайӗ. Чӑваш юррисем халӑх ӑс-хакӑлне, унӑн кӑмӑлне уҫса параҫҫӗ.

Чӑваш чӗлхи, сӑмахлӑхӗ, йӑли-йӗрки, юрри-ташши пуян. Ку никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. Уявсене ҫакӑн пек йӗркелени вара чӑвашлӑх мӗн иккенне туллин ӑнланма пулӑшать.

Количество показов:  47